Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ешĕллентĕр тавралăх

Чăваш Республикин Президенчĕн «Йывăç ларт та ăна упра» Йывăç кунне иртересси çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн республикăра ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçласа çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче акци иртет.

Элĕк районĕнче çут çанталăк илемне упрас, хушăнтарас тĕллевпе 2010 çул  валли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унта район территорийĕнчи организацисемпе учрежденисен таврашне тирпейлесе ешĕллетес, çырмасен юхан шывсен, çулсен хĕррипе йывăç-тĕм лартса хăварас ĕçсене те кĕртнĕ. Акци кунĕсенче «симĕс туссен» лару-тăрăвне тишкерме мониторинг ирттерме палăртнă.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене, организаци-предприяти ертÿçисене, общество пĕрлешĕвĕсене, çамрăксемпе ачасене, уйрăм çынсене асăннă акцие пуçаруллăрах явăçтарма сĕннĕ.

 



"Хыпар"
22 апреля 2010
00:00
Поделиться
;