Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ентешпе мухтанаççĕ

Район çыннисем хамăрăн ентешсемпе – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă писательсемпе тата поэтсемпе тивĕçлипе мухтанаççĕ.

Акă, Максим Григорьевич Григорьев (Максим Ястран) 1916 çулта Вăрманкас ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ассакассинчи колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пулас поэт Шупашкарти рабфакра пĕлÿ пухать. 1936-1939 çулсенче вăл “Пионер сасси”, “Çамрăк большевик” хаçатсемпе “Хатĕр пул” журнал редакцийĕсенче ĕçлет.

Максим Ястранăн пĕрремĕш сăвви (“Субботник хыççăн”) 1935 çулта “Çамрăк колхозник” хаçатра пичетленет. “Пахчари калаçу” сăвă хыççăн унăн ячĕ республикипех янăрама пуçлать.

1942 çулхи кĕр кунне хĕрÿ чĕреллĕ сăвăç паттăрсен вилĕмĕпе вилет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 апреля 2010
00:00
Поделиться
;