Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фермерта - 19 çул

Сергей Петрович Волков хресчен-фермер хуçалăхĕ Мăн Ямаш тăрăхĕнче. Унăн фермер ĕçĕн биографийĕ 19 çула çитнĕ ĕнтĕ. Сергей Совет Çарĕн службинчен таврăннă хыççăнах 1991 çулта хресчен-фермер хуçалăхне йĕркеленĕ, çĕр улми туса илме пуçланă. Вăл 1994-2005 çулсенче хăйĕн ĕçне пĕр тăванĕпе Чулхула облаçĕнче тăснă.

С.Волков 2006 çултан пуçласа – тăван кĕтесĕнче. Фермер пĕлтĕр çĕр улмие 140 гектар, тĕштырăсене 30 гектар çинче ÿстернĕ. Фермерăн çĕр улми енĕпе ĕçлеме икĕ МТЗ-1221 трактор, “нимĕç” тракторĕ (180 лаша вăйлĕ), икĕ “Гримма” комбайн, урăхла каласан, ял хуçалăх техникин мĕнпур комплекчĕ пур.

Сергей Петрович çĕр улми лаптăкне çулленех пысăклатса пырать. Кăçал “иккĕмĕш çăкăр” 200 гектар йышăнмалла. Хуçалăхăн çĕр улмие упрама – икĕ хранилище. Çывăх вăхăтрах тепĕр хранилище 1000 тонна вырнаçмалăх тума палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 апреля 2010
00:00
Поделиться
;