Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ ыйтупа калаçнă

Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.Мидуков тата район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Читнаев Ураскилт ял тăрăхĕнче пулнă. Шкул коллективĕпе тĕл пулу ирттернĕ. Владимир Петрович учительсене Чăваш Республикин патшалăх символĕсене халалласа класс сехечĕсем ирттерме сĕннĕ. Леонид Анатольевич районти çурхи ака-суха ĕçĕсем çинче чарăнса тăнă. Ялсенчи урамсене тирпей-илем кĕртесси кашнин тивĕçĕ пулмаллине палăртнă. Çавăнпа кашни эрнере экологи субботникĕсем ирттересси çине тимлĕх уйрăма ыйтнă. Йывăçсем лартассипе те ĕçе лайăхлатмаллине каланă. Ыйтусем çине хуравланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 апреля 2010
00:00
Поделиться
;