Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Райпо команди мала тухнă

Районти предприятисемпе организацисем тата учрежденисем хушшинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ ятпа спорт комплексĕн футзалĕнче пĕрремĕш чемпионат иртнĕ. Пĕтĕмлетÿ турне 7 команда хутшăннă. Улттăмĕш тур хыççăнах очкосем енĕпе райпо командине урăх никам та çитеймесси палăрнă. Çапла, Элĕк кооператорĕсем чемпион пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта – Тавăт шкулĕ, виççĕмĕшĕнче – “Аликовская” строительство организацийĕ. Ытти вырăнсене шалти ĕçсен пайĕн, “Хĕлхем” физкультурăпа спорт комплексĕн, казначейство уйрăмĕн тата район администрацийĕн командисем йышăннă.

Чемпионпа призерсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев ăшшăн саламланă. Сăмах май, райадминистраци командин йышĕнче Леонид Анатольевич хăй те вылянă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 апреля 2010
00:00
Поделиться
;