Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ялти ятлă çын

Аслă вăрçăра та пулнă, ĕçре те хастарлăх кăтартнă РСФСР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Тимофей Трофимович Трофимов. Ăна Ехремкасси ял тăрăхĕнче çеç мар, районĕпе, пĕтĕм республикипе пĕлеççĕ.

1943 çулта Совет Çарне илеççĕ те ăна, вăл Мускаври 2-мĕш пулемет-миномет училищинче вĕренет, кĕçĕн лейтенант пулса тăрать. 1943 çулхи çурла уйăхĕнченпе тĕрлĕ фронтра çапăçать.

1946-1948 çулсенче вăл Донбасс шахтисене юсаса çĕнетнĕ çĕре хутшăнать. 1951 çултанпа малтан гусеницăллă, каярахпа кустăрмаллă тракторсемпе ĕçлет. 1969 çулхи чÿк уйăхĕнче ăна Мускавра иртнĕ Колхозниксен 3-мĕш съезчĕн делегатне суйлаççĕ. 1970 çулта вăл колхозсен канашĕн представителĕсен Пĕтĕм Раççейри пухăвĕн делегачĕ пулать. Унта ăна çак канашăн членне суйлаççĕ. Асăннă канашра вăл 5 çул Чăваш АССР-ĕн элчи шутланать. Тимофей Трофимович 1977-1985 çулсенче “Правда” колхозри профсоюз комитечĕн председателĕ пулнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 апреля 2010
00:00
Поделиться
;