Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хуçалăхĕсенче – çĕнĕ техника

Машина-трактор паркĕсене çĕнĕ йышши техникăпа пуянлатасси агропромышленнăç комплексĕн тĕп çул-йĕрĕсенечен пĕри пулса тăрать.

Кăçалхи 4 уйăхра районта 9 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă.  Çав шутран 3 техника хатĕрĕ инвестици кредичĕсемпе (2,1 миллион тенкĕлĕх), 12 единица (6,9 миллион тенкĕлĕх) – харпăр хăй шучĕпе «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕ техника туянма 2,2 миллион тенкĕ тăкакланă. Çавăнтан чи хакли – 730 пин тенкĕ тăракан – «Беларусь-1025» трактор. «Звезда» ял хуçалăх кооперативĕ «Беларусь-52» трактор, В.Узянов фермер МТЗ-1221 трактор (1300 пин тенкĕлĕх) туяннă. С.Волков фермер паркĕ 2,6 миллион тенкĕлĕх тенхникăпа çĕнелнĕ, çав шутран – 1350 пин тенкĕлĕх çĕр улми лартмалли «Гримме» комбайн.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 мая 2010
00:00
Поделиться
;