Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уй-хирте ĕç вĕрет

Районти хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем анлă сарăлчĕç. Май уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне çурхи тĕш тырă культурисене 3838 гектар (66 процент) акнă.

Хĕрÿ тапхăрти ĕçе «Новый путь», «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче уйрăмах лайăх йĕркеленĕ. Асăннă хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ.

Çур акинче «Партнер», «Озерная», «Витязь» хуçалăхсем юлса пыраççĕ. «Витязь» обществăра тырă вуçех те акман.

Çĕр улмине 1331 гектар çинче туса илме палăртнă. Ăна лартассипе ĕçсем пуçланнă. Ку ĕçе 180 гектар пурнăçланă, çав шутран С.Волков хресчен-фермер хуçалăхĕнче – 60 гектар, «Журавлевпа», «Исаев» хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 45-шер гектар лартнă.

Кăшман «Авангард» хуçалăхра – 10 гектар, «Звезда» хуçалăхра 8 гектар акнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 мая 2010
00:00
Поделиться
;