Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Илемлĕ литература букварьтен пуçланать

Республикăра “Букварьтен илемлĕ литература таран” иртнĕ XIII конкурса Чăваш Енри тата Тутарстанри шкулсенчи 7-11-мĕш классенче вĕренекен 60 ытла ача хутшăннă. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тултарнă май пултарулăх ĕçĕсенчен чылайăшне çак паллă куна халалланă.

Конкурс икĕ тапхăрпа пынă. Пĕтĕмлетÿ тупăшăвне 33 вĕренекене чĕннĕ.

Элĕк районĕнчен пултарулăх конкурсне Мăн Ямаш шкулĕнчи 7-мĕш класра вĕренекен Анна Матвеевăпа Мăн Вылă шкулĕнчи 10-мĕш класри Елена Шленская хутшăннă. Республикăри жюри 18 çĕнтерÿçĕпе призера палăртнă. А.Матвееван “Шкулти пĕр кун” пьесине чи лайăх ĕç тесе хакланă. Анна конкурсăн тĕп призне – “Орленок” лагере каймалли путевкăна тивĕçнĕ. Елена Шленская “Очерк” секцире 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 мая 2010
00:00
Поделиться
;