Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уяр кунпа туллин усă кураççĕ

Районти хуçалăхсенче ирхи тĕш тырă культурисене акассипе ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Майăн 11-мĕшĕ тĕлне илсен, çуртрисене 4985 гектар (86, 1 процент) акнă.

“Правда”, “Авангард”, “Алмаз”, “Звезда”, “Новый путь”, Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче ĕçе мĕн-пур лаптăк çинче пурнăçланă.

“Партнер”, “Родник”, “Шор”, “Витязь”, “Озерная” хуçалăхсем тырă акассипе юлса пыраççĕ.

Иккĕмĕш ĕççи те вăй илсех пырать. Çĕр улми 609 гектар (46 процент) лартнă. “Журавлев”, “Исаев”, С.Волков, В.Узянов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем, “Алмаз” общество ку енĕпе уйрăмах ăнăçлă ĕçлеççĕ.

“Правда”, “Звезда”, “Партнер”, “Родник” хуçалăхсем “Колос” хресчен-фермер хуçалăхĕ çĕр улми лартма тытăнман-ха.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 мая 2010
00:00
Поделиться
;