Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасене лагерьсем кĕтеççĕ

Кăçал 13 шкулта сиплев лагерĕ ĕçлĕ, вĕсенче 395 ача сывлăха çирĕплетĕ. Тепĕр 423 вĕренекен 9 шкулти ĕçпе кану лагерĕнче пулĕç. 220 ача вара 11 шкулти профиль лагерьне çÿреме тытăнĕ. Сиплев тапхăрне йĕркелеме вырăнти бюджетран 100 пин тенкĕ уйăрнă. Ку укçапа ĕçпе кану лагерĕсенчи ачасене апатлантарма усă кураççĕ.

Шкул çумĕнчи лагерьсене республика бюджетĕнчен 456,2 пин тенкĕпе тивĕçтереççĕ. Вăтамран 1 ачана кунсерен 55 тенкĕ тивет. Ĕçпе сиплев лагерĕсем ачасене йышăнма хатер ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра район администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикипе спорт управленийĕ вĕсене йышăнассипе ĕçлет.

Мĕнех калăн, çуллахи кунсенче ачасене кичем пулмĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 мая 2010
00:00
Поделиться
;