Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сăваплă вырăна тасатнă

Пирĕн халăхăн ырă йăла пур - çăва тухсан тата уявсем умĕн масарсене тасатса тирпей-илем кĕртмелле. Акă, Христос тĕнне ĕненекенсен çутă та аслă уявĕ – Таса Троица (Таса Виçпĕрлĕх - Çимĕк) çывхарса килет. Кăçал вăл çу уйăхĕн (майăн) 20-мĕшĕнче пулать.

Ехремкасси ял тăрăхĕнче пурĕ 9 çăва шутланать. Вутланпа Татмăшра пурăнакансем тата Ехремкасси ял тăрăхĕн специалисчĕсем Е.Семеновăпа Е.Леонтьева Вутлан ялĕнчи масар çинче икĕ кун тирпей-илем ĕçĕсене ирттернĕ. Нимене 40 ытла çын хутшăннă. Пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ пĕртте сахал мар: çăва йĕри-таврашне çуп-çапран тасатнă, тасамарлăха çунтарса пĕтернĕ, территорие ытлашши курăкпа хунавсенчен тирпейленĕ.      



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 мая 2010
00:00
Поделиться
;