Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял юбилейне пухăнчĕç

Хăйсен тăван ялĕ 460 çул тултарнине паллă турĕç çак кунсенче мăн вылăсем. Савăнăçлă уява район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем, республика хăнисем, ку ялта çуралса ÿснисем килнĕ. Юбилей ячĕпе Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Нина Лаврентьева сăмах каларĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ В.Максимов ял мĕнле пуçланса кайни, паллă çынсемпе событисем çинчен каласа пачĕ. Ял юнашарах юхса выртакан Выла юхан шыв ятĕнчен пулса кайнă иккен. Ун пирки 16-мĕш ĕмĕрти документсенче çырса кăтартнă.

Уявра нумай çул пурăнакан ватăсене пысăк хисеп туса чысларĕç, кăçалхи юбилярсене ăшшăн саламларĕç. Мăн Вылăри культурăпа сиплев центрĕпе Çирĕккассинчи фольклор ушкăнĕ питех те пуян концерт программине хатĕрленĕ. Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи юрă-ташă ăстисем те концерт кăтартрĕç. Кунпа пĕрлех уявра спорт ăмăртăвĕсем те анлă пулчĕç. Тĕрĕ-эреш куçа илĕртрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июня 2010
00:00
Поделиться
;