Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçсĕр пурăнмĕç

Вăрнар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Элĕк районĕнчи уйрăмĕ çула çитменнисене ĕç тупса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Паллах, çакă ачасемшĕн, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсемшĕн те пысăк пулăшу. Хуть мĕн кала та – ача ĕçре, кашнин куçĕ умĕнче.

Паянхи кун çула çитмен 52 çамрăк тĕрлĕ ĕçре тăрăшать. Ĕç тупса парассипе Ехремкасси, Тавăт ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, Вутлан, Элĕк, Тавăт шкулĕсем уйрăмах тăрăшуллă.

Çакна пĕлтерме те кăмăллă: кăçал 257 ачана вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарма пăхнă. Ку тĕлĕшпе ятарлă программа пур. Унпа килĕшÿллĕн вăхăтлăх ĕçлекен вĕренекен ачасене федераци бюджетĕнчен 218450 тенкĕ уйăрса панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 июня 2010
00:00
Поделиться
;