Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ангелина Романова – конкурс çĕнтерÿçи

Раççей Вĕрентÿ академийĕн вĕрентÿ институчĕ пуçарнипе пирĕн çĕршывра кашни çулах вăйăсен «Ылтăн çăхма» конкурсне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл нарăсăн 12-15-мĕшĕсенче «Литература паттăрĕсем» темăпа иртнĕ. Тĕп тĕллевĕ – шкулсенче вĕрентĕвĕн çĕнĕ меслечĕсене ĕçе кĕртесси.  Конкурс заданийĕсене нарăсăн 12-мĕшĕнче киле парса янă та вĕсене мĕнле пурнăçланине тепĕр виçĕ кунран – нарăсăн 15-мĕшĕнче шкулта тĕрĕсленĕ.

«Ылтăн çăмхана» хутшăнакансен тĕрлĕрен 60 ыйтăва хуравлама тивнĕ. Паллах, пĕри те çăмăл мар. Черетлĕ вăййа районти шкулсенчен 211 вĕренекен хутшăннă. Чи пысăк йыш – Мăн Вылă шкулĕнчен. Тĕнче шайĕн конкурсĕнче вара Элĕк шкулĕнчи 7-мĕш класра вĕренкен Ангелина Романова çĕнтернĕ. Вăл палăртнă 200 балран 183 балл (99,7 процент) пухма пултарнă. Ангелинăна çак конкурсра хутшăнма аслă категориллĕ вĕрентенкен Людмила Петрикова пулăшнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 июня 2010
00:00
Поделиться
;