Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк вăйланса аталанĕ

Çапла пĕтĕмлетрĕм Элĕк тăрăхĕнчи хирсене курса çÿренĕ май. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçалхи çур акинче çĕр ĕçченĕсем çанă тавăрса ĕçлени пĕртте иккĕлентермерĕ.

Юлашки çулсенче автоçул çывăхĕнчи усă курман çĕрсем çинче хыт-хура хуçаланнине пайтах курнă. Республика ертÿçисем çак ыйту тавра пĕрре кăна мар çивĕч калаçу пуçарнă.

Н.Федоров Президент Чăваш Енре кашни гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме йышăннине пурнăçлама Элĕксем маларах мехел çитереймерĕç пулас. Кăçал район ертÿçисем усă курман çĕр лаптăкĕсене сухалама палăртнă.

Яваплăха туйни уй-хирте уççăнах палăрать.

Леонид Читнаев Элĕк районĕн тилхепине тытнăранпа вăхăт нумаях иртмерĕ. Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать. Леонид Анатольевич чи малтан ял хуçалăхĕнчи кадрсен ыйтăвне тишкернĕ, ятлă-сумлă çынсемпе тĕл пулнă. Кăткăс ыйтусене татса памалли çул-йĕре палăртнă. Лару-тăру çăмăл мар тапхăрта района ертсе пыма килĕ­шни - пархатарлă ĕç. Леонид Анатольевичшăн паян чи пахи - ку тăрăхра ĕçе юратакан, район аталанăвĕшĕн ĕçлеме хатĕр çынсем пурри. Вĕсене ĕçе явăçтарасси - пуçлăхăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Халăхпа район пуласлăхĕшĕн пĕр ĕмĕт-тĕллевпе ĕçлесшĕн.

Элĕк районĕ тÿрремĕнех ял хуçалăхĕпе çыхăннă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕпе Анатолий Прохоровпа хăш-пĕр хуçалăха çитсе килтĕмĕр. Юлашки çулсенче аграри секторĕнче тĕрлĕ сăлтава пула выльăх шучĕ палăрмаллах чакрĕ. Выльăх ашĕпе сĕт хакĕ çирĕп марри, сĕрмелли-çунтармалли материалтан, минерал удобренийĕпе им-çамран йÿнĕрех пулни те витĕм кÿнĕ. Анчах çаврăнăçуллисем малалла утнă. Çакна «Новый путь» тăвакан çĕнĕ ферма çуртне çитсен куртăмăр. Ăна нимĕçсен технологийĕпе хăпартаççĕ. Кунта пăруламалли ĕнесене вырнаçтарĕç. Йăлкăш фермин ĕç-хĕлĕпе Александр Орлов заведующи паллаштарчĕ. Коллективра ĕç маякĕсем тăрăшаççĕ, вăтам сăвăм - 22 литр. Пĕлтĕр кашни ĕнерен 7105 килограмм сĕт сунă. Ÿсĕм çĕнĕ технологисене çул панипе, çынсене ĕçшĕн хавхалантарнипе çыхăннă.

Юнтапа еннелле çул тытрăмăр. Кунта - «Алмаз» тата «Звезда» ял хуçалăх предприятийĕсен уй-хирĕ. Ешĕл тумлă улăх-çаранра путек-сурăх, ĕнесем çÿреççĕ. Маншăн тĕлĕнмелли тупăнчĕ. Элĕк тăрăхĕнче сурăх нумай усраççĕ, тупăш илеççĕ. Тукачри В.Романов ăратлă сурăх ĕрчетет, çынсем унран путексем туянаççĕ. Хушма хуçалăхра вĕсене усрама ансат. Анатолий Иванович каланă тăрăх, кăçал панкрута тухнă хуçалăхсен çĕрĕсене те сухаласа акма тытăннă.

«Звезда» пĕрлешÿре - çĕнĕ председатель. Валерий Константинов унччен район администрацийĕнче вăй хунă. Кăçал 519 гектар çурхи культурăсем тата 371 гектар нумай çул ÿсекен курăксем акнă, 70 гектар çĕр улми лартнă. Ку иртнĕ çулхинчен ытларах. Юлашки çулсенче «Звездара» ĕне выльăх шучĕ те, сăвăм та чакнă. Лару-тăру майĕпен ырă енне улшăнать. 2009 çулта кашни ĕнерен талăкра 5 килограмм кăна сĕт сунă, паян - саккăра яхăн. Кивĕ фермăра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Маларах хуçалăхран тухса кайнă специалистсем каялла таврăнаççĕ. Çамрăк ертÿçе кулленхи ĕçре район администрацийĕпе коллектив пулăшаççĕ.

Панкрута тухнă «Волга» хуçа­лăхăн 700 гектар çĕрĕпе 3-4 çул никам та усă курман. Кăçал «Сельхозхимин» хăватлă виçĕ агрегачĕ вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме пуçăннă. Вăрлăхпа «Новый путь» хуçалăх тивĕçтерет. Элĕк тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕр чĕлхе тупнă.

Ураскилт тăрăхĕнчи çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе «Золотое руно» ТЯО ĕçлет. Хальлĕ­­хе 315 гектар çĕре сухаласа акнă. Предприятин бизнес-планĕ­­пе килĕшÿллĕн малашне ăратлă сурăхсем ĕрчетĕç. Кивĕ ферма çур­чĕ­сене юсаса çĕнетме тытăннă, çăм паракан выльăхсене Саратов облаçĕнчен илсе килĕç. Хальхи вăхăтра районта 11 пине яхăн сурăх усраççĕ. Ку тăрăхра выльăх-чĕ­рлĕх отраслĕ ăнăçлă аталанас шанăç пур. 2010 çулта 359 пуç сысна хушăннă. Мăй­­ракаллă шултра выльăх шутне те ÿс­­­­­­­терме палăртнă. Сĕт хакĕ тытăнса тăни ял хуçалăх предприяти­йĕ­­семпе фермер хуçа­лă­хĕ­сене тата уйрăм çынсене тĕллевлĕ ĕçлеме хавхалантарать. Элĕк районĕнче юлашки кунсенче кашни ĕнерен 12 килограма яхăн сĕт сăваççĕ.

Элĕксем пĕр çĕре чăмăртанса ÿсĕмлĕ ĕçлеме пултараççĕ. Шанчăк сÿнмен-ха. Ку таранччен республикăра чылай кăтартупа юлса пыраканнисен шутĕнче пулнăскер, малашне ăнăçлă аталанатех.



"Хыпар"
05 июня 2010
00:00
Поделиться
;