Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Техникăпа пуянланаççĕ

Ку чухнехи пахалăхлă техника пысăк тухăçлă ял хуçалăх продукцийĕ туса илме май парать. Кăçалхи пилĕк уйăхра районĕпе 11,4 миллион тенкĕлĕх техника туяннă, çав шутран 3 единица-инвестици кредичĕсемпе (2,1 миллион тенкĕлĕх), 9,3 миллион тенкĕлĕх 13 единица-харпăр-хăй шучĕпе.

“Новый путь” хуçалăх хăйĕн автопаркне 4,6 миллион тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Кунта 2375 пин тенкĕпе выльăх апачĕ пухса кĕртмелли КСК-600 комбайн, 730 пин тенкĕпе “Беларусь-1025” трактор туяннă. “Звезда” ял хуçалăх кооперативĕ “Беларусь-52” трактор туяннă. В.Узянов фермер МТЗ-1221 трактор илнĕ. С.Волков хресчен-фермер  хуçалăхĕ 2,6 миллион тенкĕлĕх техника туяннă, çав шутран 1350 пин тенкĕпе çĕр улми лартмалли “Гримме” комбайн.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 июня 2010
00:00
Поделиться
;