Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрçă витĕр тухнă

Нумаях пулмасть Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Арсений Ефимович Ефимов 95 çул тултарчĕ. Вăл 1915 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Мăн Вылă ялĕнче çуралнă. Шкул хыççăн 1931 çулта Етĕрнери педтехникума, 1938 çулта Шупашкарти учительсен институтне вĕренсе пĕтернĕ. Арсений Ефимович 1933-1939 çулсенче Мăн Вылăри пуçламăш шкулта 3-4 классене вĕрентнĕ. Унтан 1938-1939 çулсенче, Кĕçĕн Тăванти çичĕ класлă шкулта вĕрентÿ енĕпе директор çумĕ тата вырăс чĕлхи учителĕнче ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче Перемышль хулине, Польша, Венгри, Австри, Чехословаки хулисене ирĕке кăларассишĕн çапăçнă. Вăрçă хыççăн ачасене вĕрентнĕ.

1936-1938 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ сăвăсем çырма пуçланă. Арсений Ефимов икĕ кĕнеке авторĕ. 1999 çулхи кĕркунне ЧР писательсен союзне кĕнĕ.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июня 2010
00:00
Поделиться
;