Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурсра тупăшрĕç

Нумаях пулмасть Хирлеппуç, Ярхуньушкăнь, Çулавăç, Элеккеньушкăнь тата Тени ялĕсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче вăй хуракансем районти тĕп больницăн актсен залне пухăнчĕç. Вĕсем “2010 çулхи чи лайăх фельдшер” ята тивĕçессишĕн тупăшрĕç. Фельдшерсем ĕçри ăсталăха кăна мар, пултарулăха та туллин уçса пачĕç. Тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, практика ĕçĕсене пурнăçларĕç. Пултарулăх номерĕсем уйрăмах хаваслă иртрĕç. Пĕрисем юрларĕç, теприсем ташларĕç, виççĕмĕшсем вара шÿтсем кăтартса савăнтарчĕç.

“2010 çулхи чи лайăх фельдшер” ята Ярхуньушкăньри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Светлана Геннадьевна Капитонова тивĕçрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 июня 2010
00:00
Поделиться
;