Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăстасен тĕлĕнмелле урамĕ

Элĕк салинче районти ал ĕç ăстисен «Маçтăрсен урамĕ» курав-конкурс иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – ал ĕç ăсталăхне аталантарасси, пултаруллисене тупса палăртасси, хавхалантарасси. Çĕнтерÿçĕсене «Кашни ăстан – хăйĕн кĕвви», «Курава чи лайăх презентацилени», «Килте вĕрентнĕ чи тутлă сăра», «Чи тутлă курăк чейĕ», «Чăваш наци кулинари пуянлăхĕ» номинацисенче палăртнă.

Асăннă конкурса кашни ял тăрăхĕ хутшăннă: тĕрĕсене, тĕрленĕ картинăна, килте ăсталанă музыка инструменчĕсене, тĕртнĕ, çыхнă, çĕленĕ япаласене, эрешлесе каснă йывăçа, чăваш апатне – хуплу, шăрттан, чăкăт, хуран кукли, çÿхÿ, шÿрпе, кăсел, сăра – тăратнă. Хăйне евăр тупăшура Ехремкасси, Йăлкăш, Чăваш Сурăм, Мăн Вылă ял тăрăхĕсен ăстисем палăрнă.  



"Хыпар"
17 июня 2010
00:00
Поделиться
;