Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лагерьте пурнăç хаваслă

Кăçалхи июнĕн 1-21-мĕшĕсенче 12 шкулти 364 ача сывлăха çирĕплетмелли, 8 шкулти 403 вĕренекен ĕçпе кану, 10 шкулти 190 ача профиль лагерĕсене çÿреççĕ. Шкул çумĕнчи лагерьсенче хавхалантаракан, ăс-тăна аталантарма, сывлăха çирĕплетме пулăшакан, профилактика мероприятийĕсем ирттеççĕ.

Вутлан шкулĕнчи «Солнышко» сиплев лагерĕ «Хĕвел пуринчен те лайăхрах» девизпа пурăнать. Ачасем, хăйсен вăхăтне активлă ирттереççĕ. Вĕсем уçă сывлăшра выляççĕ, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Воспитательсем тĕп мероприятисем çинчен те манмаççĕ. Вĕренекенсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисем çинчен видеоролик хаваспах курнă. Шыва кĕнĕ чухне асăрхануллă пулмалли çинчен викторина ыйтăвĕсем çине хуравланă. Хĕр ачасемпе арçын ачасем хăйсен пултарулăхне конкурссенче кăтартнă.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 июня 2010
00:00
Поделиться
;