Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Самана таппине туйнăран

Элĕк районĕнчи «Новый путь» хуçалăх - ăнăçлă аталанаканнисен шутĕнче. Коллектив финанс кризисĕн пăтăрмахĕсене çĕнтерсе малалла талпăнать. Самана таппин улшăнăвĕсене туйнăран, çĕнĕлĕхсене çул панăран палăртнă тĕллевсем пурнăçа кĕреççĕ. Хуçалăх тилхепине Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Игнатьев председатель 9 çул çирĕп тытать. Юлашки çулсенче унпа пĕрре кăна мар тĕл пулма тÿр килчĕ. Хастарлăхĕнчен, пуçарулăхĕпе çаврăнăçулăхĕнчен тĕлĕнме пăрахаймастăп.

Çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕ. Иван Николаевич та çĕнĕ ĕçе пуçăниччен тарăннăн тишкерет. Хуçалăха эффективлă аталантармалли çул-йĕре палăртать, аграри секторĕнчи çĕнĕлĕхсене “шĕкĕлчет”, малта пыракан опытпа паллашать.

«Новый путь» ăратлă выльăх ĕрчетет. Хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх 1200 пуç, вăл шутра сăвакан ĕне - 400. Вăтам сăвăм талăкра 19,8 килограма яхăн. Анатри Юлăш ферминче вăй хуракансен кăтартăвĕ 22 килограмм ытла. Иртнĕ çул кунта кашни ĕнерен 7105 килограмм сĕт сунă /2008 çулта - 6246 килограмм/. Хуçалăх кашни кунах 10 тоннăран кая мар сĕт сутать. Икĕ автомашина паха продукцие Шупашкара ăсатаççĕ. Самăртма хупнă выльăхсем те самаях ÿт хушаççĕ.

Иван Николаевич ферма ĕçченĕсене уйрăммăн палăртрĕ. Мария Тихоновăпа Людмила Волкова, Зинаида Богровăпа Лариса Михайлова дояркăсене ырăпа асăнчĕ.

Самăртма хупнă выльăхсене Раиса Тихонова, Светлана Константинова, Ираида Сорокинăпа Светлана Константинова, Юлия Дмитриева тăрăшса пăхаççĕ. Юлăш ферма заведующийĕ Александр Орлов хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. «Новый путь» сысна та тытать. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах илес тĕллевпе паха апат хатĕрлеççĕ. Çулсерен кашни условнăй выльăх пуçне 28-29 центнер апат единици янтăлаççĕ. Ĕçре çĕнĕ технологисемпе анлă усă кураççĕ. Иртнĕ çул хуçалăх 130 тонна аш-какай туса илнĕ.

Кăçал хуçалăх выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче нимĕç технологийĕпе ĕçлеме тытăннă. Кун çинчен тĕплĕнрех каласа пама Иван Николаевичран ыйтрăм:

- Эпир Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерствипе нимĕçсен хушшинчи «Чăваш Республикинчи ял хуçалăх регионĕсене нумай çуллăха аталантарас» проекта хутшăнма килĕшрĕмĕр. Малтанах хăнасем хуçалăха килсе паллашрĕç, пĕрле вăй хума сĕнчĕç. Пысăк квалификациллĕ нимĕç специалисчĕсемпе ĕçлени выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерме витĕм кÿрет. Проект хатĕрлекенсем хуçалăхри специалистсене вĕрентеççĕ, консультаци параççĕ, семинарсем ирттереççĕ. Кĕтĕве çĕнетес, искусствăлла майпа пĕтĕлентерес, мăйракаллă шултра выльăхсене тĕрĕс пăхас, пахалăхлă апат хатĕрлес ыйтусене тишкеретпĕр. Нимĕçсем хуçалăха кĕске вăхăтлăха командировкăсене килеççĕ, пирĕн специалистсем те вĕсен патĕнче пулаççĕ. Галина Евдокимова ветврачпа Татьяна Гордеева осеменатор Саксони ферминчи лару-тăрупа вырăнта паллашрĕç. Çуркунне Германи специалисчĕсем куккурус туса илес ыйтупа семинар ирттерчĕç. Вĕсен сĕнĕвне тĕпе хурса пăруламалли ĕнесене çĕнĕ технологипе усрамашкăн ферма тума пуçăнтăмăр.

Хуçалăхра усă курман çĕр лаптăкĕ çук. Сухаласа акмалли лаптăк икĕ пин гектар ытла. Иртнĕ çул 1400 гектар çинчен тыр-пул пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç 27,6 центнерпа танлашнă. Кăçал та коллектив 1035 гектар çинчи çурхи культурăсене районта малтан акса пĕтернĕ. Кĕрхисем сиенленнĕрен 430 гектара çĕнĕрен акнă. Çĕр ĕçченĕсем халĕ нумай çул ÿсекен курăксене çулаççĕ, выльăхсене хĕл каçарма пахалăхлă апат хатĕрлеççĕ.

Чун-чĕре хушнипе, çĕр-аннемĕр тивлечĕпе пултаруллă председатель Иван Игнатьев коллектива аталану çулĕпе ăнăçлă ертсе пырать. Паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах вăй хурас тĕллевпе малалла ăнтăлать.

 



"Хыпар"
22 июня 2010
00:00
Поделиться
;