Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕкре – Бельги хăнисем

Бельгири “Влир” фольклор коллективĕ “Раççей çăл уçĕсем” Пĕтĕм Раççейри халăх пултаруллăхĕн фестивальне хутшăнма кăмăл тунă. Аякри хăнасем тунтикун Элĕке килчĕç, культурăпа кану центрĕнче хăйсен пултаруллăхне кăтартрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев коллектива ăнăçу сунчĕ.

“Влир” фольклор ушкăнĕ 1968 çулта Фламандский Брабант провинцире йĕкеленнĕ. Ушкăн пуçаруçи музыка инструменчĕсене нумай тĕпченĕ.

Бельгирен килнĕ коллективăн ташшисем, тĕрлĕ инструментсем çинче шăрантарнă кĕввисем элĕксене килĕшрĕç. “Влир” тата “Валинке” ушкăнсем сцена çинче пĕрле ташларĕç. Бельги çыннисене асăнмалăх парнесем пачĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июня 2010
00:00
Поделиться
;