Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Электрокĕтÿçĕ ĕнесене сыхлать

«Новый путь» - районта малта пыракан хуçалăх. Тупăшăн тĕп çăл куçĕ – сĕт тата аш-какай. Ертÿçĕ тĕллев лартнă – кашни ĕнерен 7 пин килограмм сĕт суса илмелле. Çакăн патне çитме пит нумаях юлман – хальлĕхе кăтарту 6,5 пин килогрампа танлашать. Мария Тихонова акă 2009 çулта кашни ĕнерен 8 пин килограмм сĕт суса илнĕ.

Çын алли хуçалăхра малашне сахалрах кирлĕ пулĕ. Кĕçех выльăха апат парассине те, тислĕк тасатассине те механизацилеме палăртнă. Ĕнесене каçхи сăвăм хыççăн уя кăлараççĕ кунта, анчах ку вăхăтра вĕсене асăрхама çын кирлĕ мар – электрокĕтÿçĕ шанчăклă сыхлать.

Хуçалăхра çĕнĕ сарайсем çĕкленеççĕ, киввисене юсасах тăраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 июня 2010
00:00
Поделиться
;