Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Медалистсем вуннăн

Иртнĕ кунсенче кăçал шкул пĕтерекенсемшĕн хĕрÿ тапхăр пулчĕ – хĕрсемпе яшсем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ витĕр тухрĕç. Халĕ вĕсен кăтартăвĕсем те паллă.

184 вĕренкенрен 10-шĕ вăтам шкула медальпе пĕтерчĕç, çав шутран 6-шĕ ылтăн, 4-шĕ кĕмĕл медальпе.

Уйрăммăн илсен, Элĕк шкулĕнчи Евгений Николаев, Ольга Петрова, Оксана Александрова, Ирина Матвеева, Кристина Михайлова тата Мăн вылă шкулĕнчи Виктория Михайлова ылтăн медале тивĕçрĕç.

Элĕк шкулĕнчи Елена Савельева, Вера Афанасьева, Тавăт шкулĕнчи Марина Скворцова, Чăваш Сурăм шкулĕнчи Екатерина Филиппова кĕмĕл медаль илме пултарчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 июня 2010
00:00
Поделиться
;