Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултаруллă та активлă çамрăксене – стипенди

Июнĕн 26–мĕшĕнче ял тăрăхĕсем хушшинче кульутурăпа кану центрĕнче Раççей çамрăкĕсен кунне халаланă уяв пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çамрăксен политикине пурнăçа кĕртес ĕçре тăрăшса ĕçленĕ 11 çынна 1000-шер тенкĕ стипенди пама йышăннă.

Пысăк хисепе çаксем тивĕçрĕç: Сергей Иванович Андреев, «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕн тренерĕ; Марина Олеговна Андреева, «Çемье кредичĕ» кооперативăн инспекторĕ; Александр Петрович Арсентьев, «Новый путь» хуçалăх водителĕ; Алексей Валерьянович Димитриев, Элĕкри тĕп больницăн врач-хирургĕ; Александр Николаевич Ефремов, Тавăт шкулĕн директорĕ; Сергей Анатольевич Ильин, такси водителĕ; Нина Андреевна Егорова, Йăлкăш шкулĕн воспитателĕ; Александр Иванович Краснов, Чулкаç магазинĕн сутуçи; Андрей Владиславович Семенов, «Звезда» хуçалăх механизаторĕ; Юрий Иванович Сергеев, Питĕшкасси шкулĕн директорĕн çумĕ; Андрей Леонидович Четриков «Витязь» хуçалăх механизаторĕ.    



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 июня 2010
00:00
Поделиться
;