Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Валинке» - Удмурт Республикинче

Çĕртме уйăхĕн 25-27-мĕшĕсенче вырăссен паллă ăсчахăн, этнографĕн, фольклорисчĕн Д.К. Зеленинăн тăван çĕршывĕнче – Удмурт Республикинчи Завьялов районĕнчи Люк салинче регионсем хушшинчи «Тÿпенелли чÿрече» пиллĕкмĕш фольклор фестивалĕ иртнĕ. Унта Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи «Валинке» халăх фольклор ушкăнĕ те хутшăннă. Ку коллектив 17 çул савăнтарать ĕнтĕ хăйĕн юррисемпе – хаваслисем те, хурлăхлисем те, ташăллисем те, туйра янраттараканнисем те пур репертуарта. Ĕлĕкхи илемлĕ те тарăн шухăшлă юрăсене «Валинке» тепĕр хут чĕртсе тăратать. Аваллăхри кĕвĕсем халĕ район, республика культура учрежденийĕсенче çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче те  шăранаççĕ. Юлашки çулсенче кăна «Валинке» Чулхула, Саратов, Суздаль, Мускав, Санкт-Петербург тата ытти хуласен çыннисене хаваслă та çĕкленÿллĕ концертсемпе савăнтарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 июня 2010
00:00
Поделиться
;