Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юнтапасем - çĕнĕлле вĕрентÿ пуçаруçисем

Республикăра «Çĕнĕлле вĕрентÿ - 2010» конкурс иртнĕ. Ку чухнехи инноваци программипе йĕркеленĕ тупăшура 25 шкул пуринчен те лайăхраххисем пулса тăнă: 5 номинацире 5-шер шкул ăмăртнă. Пурте вĕсем 250 пин тенкĕлĕх грантсене тивĕçнĕ.

Республика конкурсне пĕтĕмпе 113 проект тăратнă. «Вĕренекенсен сывлăхне сыхласа – çирĕплетесси» номинацире Юнтапа шкулĕ çĕнтернĕ.

Кунашкал конкурс иккĕмĕш çул иртет, унăн тĕллевĕ - çĕнĕлле вĕрентÿ пуçаруçисене патшалăх енчен хавхалантарса пулăшасси.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 июля 2010
00:00
Поделиться
;