Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фельдшер пуçарулăх кăтартнă

Çанталăк шăрăх тăнипе пĕвесем типсе, çăлсем анса пыма пуçларĕç. Хăш-пĕр ялсенче шыв ыйтăвĕ чăннипех те çивĕч. Кун пек чухне шыв башнисем лайăх, пĕр чăрмавсăр ĕçленине шанасси кăна юлать.

Питĕшкасси ял тăрăхне кĕрекен Çулавăç ялĕнче кунашкал йывăрлăх канăçсăрлантармасть.  Çынсем килĕрен тенĕ пекех шыв кĕртнĕ, çăлсем те чавтарнă. Иртнĕ кунсенче вара ялти фельдшерпа акушер пунктне те шыв кĕмелле тунă. Çак ĕçе Р.Грибова фельдшер ертсе пынипе кĕске вăхăтрах пурнăçлама пултарнă. Ял тăрăхĕнчен пулăшу кĕтсе илеймен çулавăçсем. Çавна пула килĕрен тенĕ пекех укçа пуçтарнă. Туслă йыш пур ĕçе те алăпа пурнăçланă. Пĕрлехи вăйпа самантрах медицина пунктне шыв кĕртнĕ. Çакă ял çыннисемпе пĕрлех Римма Петровнăшăн та пысăк çăмăллăх.     



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 июля 2010
00:00
Поделиться
;