Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçсĕррисене патшалăх пулăшать

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн районти уйрăмĕнче бизнес-плансене хак паракан ĕçлев ушкăнĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи ыйту – услам ĕçĕпе пурăнма кăмăл тăвакансене (предпринимательсене) кăштах та пулин укçа-тенкĕрен пулăшасси. Ларура 8 йышши бизнес-плана пăхса тухнă. Вĕсен шутĕнче: “Ĕне-выльăх ĕрчетсе сутасси”, “Эмел курăкĕсене пухса-типĕтсе сутасси” т. ыт. те. Комисси кашни проектах ырласа йышăннă.

Хальхи вăхăтра районти ĕçсĕр тăрса юлнă 46 граждан харпăр хăй ĕçне йĕркелесе яма каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Кăçал вара çакăн пек пулăшупа тата тепĕр 42 çын усă курĕ. Пурте вĕсем ĕçсĕррисем шутланаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 июля 2010
00:00
Поделиться
;