Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит ял халăхне çăмăллăх кÿрет

2006 – 2010 çулсенче пирĕн районти 1930 çын харпăр хăй хуçалăхне аталантармалли çăмăллатнă кредитпа усă курнă. Пĕтĕмĕшле сумма – 248 миллион та 687 пин тенкĕ. Пĕтĕмпе çакăн пек кредита хушма хуçалăхсен 21,6 проценчĕ илнĕ. Тĕпрен илсен, ку укçапа техника, строительство материалĕсем туянаççĕ, выльăх-чĕрлĕх витисене юсаса çĕнетеççĕ, ытти тĕллевсемпе те усă кураççĕ.

Çăмăллатнă кредитсене Элĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансем нумайрах илме пуçланă (37, 4 процент), Крымсарайкка ял тăрăхĕнче – 27,7, Тени ял тăрăхĕнче – 25,6, Мăн Вылă ял тăрăхĕнче 22,1 процент.

Кăçалхи çур çулта патшалăх пулăшăвĕпе 134 çын усă курма ĕлкĕрнĕ, кивçен илнĕ укçа 17 миллион та 69 пин тенкĕпе танлашать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 июля 2010
00:00
Поделиться
;