Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Донорсен йышĕ ÿсрĕ

Юнпа унăн компоненчĕсене çын кăна пама пултарать. Чирлисене сыватма вĕсем питĕ кирлĕ. Çавăнпа çын хăй ирĕкĕпе юн пани – пархатарлă ĕç.

Районти социаллă хÿтĕлев пайĕнче халĕ 55 донор учетра тăрать. Вĕсем кашни уйăхра компенсаци илеççĕ, 47-шĕ «Раççей хисеплĕ донорĕ», 8-шĕ «СССР хисеплĕ донорĕ» ята тивĕçнĕ. Иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне 45 донор пулнă.

Кăçалхи 6 уйăхра донорсене 221114 тенкĕ компенсаци панă. Ку хисеп уйăхра 779,25 тенкĕпе танлашать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 июля 2010
00:00
Поделиться
;