Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

68 çемье амăшĕн капиталне илнĕ

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ амăшĕн (çемье) капиталне илмешкĕн ыйтса çырнă заявленисене йышăнать, патшалăх сертификачĕсене парать.

Çулталăк пуçланнăранпа Пенси фончĕн управленине амăшĕн капиталĕн патшалăх сертификатне илме ыйтса 75 заявлени пынă. Çав шутран 45-шĕ иккĕмĕш ача çуратнă амăшĕсенчен, 30-шĕ – виçĕ тата ытларах ача çуратнисенчен. Амăшĕн капиталĕ 343378, 80 тенкĕпе танлашнă. Ку укçана алăран памаççĕ, ăна пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме, ĕç пенсийĕн пухăнакан пайне йĕркелеме уйăраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 июля 2010
00:00
Поделиться
;