Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăксемпе тĕл пулнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Читнаев çамрăксен активĕпе тĕл пулу ирттернĕ. Унта район администрацийĕнчи тата ял тăрăхĕсенчи çамрăк специалистсем хутшăнчĕç.

Районăн хальхи пурнăçĕ тата пуласлăхĕ пирки калаçрĕç вĕсем: çамрăксем районшăн мĕнле ырă ĕç тума пултараççĕ, хăйсен пултарулăхне мĕнле майпа ĕçе кĕртеççĕ. Сÿтсе явнă ыйтусем нумай енлĕ пулчĕç.

Çамрăксене нумай ыйту интереслентерчĕ: ĕç вырăнĕсем пурри, ачасене вылямалли площадкăсем тăвасси, тематикăллă дискотекăсем ирттересси.

Леонид Читнаев район пуласлăхĕ, кадрсем хатĕрлесси пирки каласа пачĕ.

Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ хуть те хăш вăхăтра та çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлеме хатĕррине, пултаруллă çамрăк специалистсем яланах кирлине пĕлтерчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 июля 2010
00:00
Поделиться
;