Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Республика ырлăхĕшĕн - çанă тавăрса

Л.Читнаев, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Михаил Игнатьев – пысăк тавра курăмлă, малашлăха витĕр курса тăракан çирĕп çын. Кирек мĕнле яваплă ĕçре те палăртнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшнипе палăрчĕ. Шупашкар район пуçлăхĕн тилхепине чылай çул çирĕп тытса пырса ăнăçлă аталанакан районсен йышне кĕртрĕ.

Юлашки çулсенче ял хуçалăх министрĕнче вăй хурать. Аграри секторĕнче çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе тата кăткăс ыйтусене татса парассипе çине тăнăран кăтартуллă регион пулса тăтăмăр.

Михаил Васильевич республикăри экономикăпа социаллă аталану ыйтăвĕсене лайăх пĕлет. Чи кирли – вăл йывăрлăхсен умĕнче пуçа усман хастар çын. Н.Федоров пекех кирек мĕнле кăткăс ыйтăва та тарăн тишкерсе татса пама тăрăшакан ертÿçĕ. Çамрăк республика ырлăхĕшĕн пуласлăхĕшĕн ĕçлес кăмăл-туйăмĕ пысăк. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе ĕçлесен республика çирĕп утăмĕсемпе малалла утатех.



"Хыпар"
24 июля 2010
00:00
Поделиться
;