Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Такăр çулсем вăрăмланаççĕ

Кăçал районта муниципалитет çулĕсене тума, юсама тата тытса тăма 20329, 8 пин тенкĕ уйăрнă (15259, 9 пин – республикăран, 5069, 9 пин тенкĕ – вырăнти бюджетран). Çак укçан 1533, 5 пин тенки çул-йĕр тума тата реконструкцилеме каять, 18796, 2 пинĕпе çулсене тытса тăма тата юсама усă кураççĕ.

Кăçалхи çур çулта вырăнти автоçулсем çинче 7084, 138 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, çул-йĕре тытса тăма тата юсама тăкакланă.

Çулсем çинчи ĕçсене пурнăçлама 6 уйăхра 5642, 089 пин тенкĕ уйăрнă, ку вăл çулталăкри укçан 27, 7 проценчĕ.

“Алиководорстрой” уçă акционер обществи “Шупашкар–Сурски–Вырăс Сурăм” автоçул çинче 0, 287 километр тăршшĕ лаптăка юсанă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 июля 2010
00:00
Поделиться
;