Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Çерем çинчи вăйă карти»

Элĕк районĕнчи Дубовский поселокĕнче «Çерем çинчи вăйă карти» уяв иртнĕ. Ăна авалтан пыракан йăла-йĕркене упраса хăварас, çамрăксене тăван культурăна юратма, хисеплеме вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ.

Пухăннисене Шупашкарти педагогика колледжĕн директорĕ Валерий Сапожников, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Дроздова тата ыттисем саламланă.

Элĕк районĕнчи ветерансен хорĕ чăваш хĕрĕсемпе каччисем иртнĕ ĕмĕрен 30-40-мĕш çулĕсенче епле ĕçленине, каннине сăнлакан инсценировка кăтартнă. Вăйă картине тăрса чăвашăн ĕлĕкхи юррисене шăрантарнă, ташшисене ташланă.  



"Хыпар"
28 июля 2010
00:00
Поделиться
;