Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вулавăш çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланать

Районти вулавăшсене çĕнĕ кĕнекесем килсех тăраççĕ. Кăçал кăна тĕрлĕрен тематикăллă кăларăмсем 85 пин те 912 тенкĕлĕх пуянланнă. Укçи-тенкине федераци бюджетĕнчен те, республикăран та уйăрнă. Чăваш кĕнеке издательствинчен 702 тĕрлĕ йышши кăларăм туяннă. Психологи, педагогика, экономика, философи, маркетинг, информатика, экологи, ăслăлăх ыйтăвĕсемпе çĕнĕ литература чылай килнĕ.

Вулакансене уйрăмах Чăваш кĕнеке издательствинче краеведени, истори, экологи ыйтăвĕсемпе пичетленсе тухнă хитре те илемлĕ кăларăмсем кăсăклантараççĕ. Вулавăшсене çÿрекенсем Чăваш Ен историйĕ, культура, ăслăлăх, литература, архитектурăпа культура çинчен каласа паракан кĕнекесене кăмăллаççĕ.

Вулавăшсем приключенипе детектив хăйлавĕсемпе те пуянланчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 июля 2010
00:00
Поделиться
;