Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уй-хирте ĕç шавĕ татăлмасть

Районти хуçалăхсенче тыр-пул пухса кĕртессипе ĕçсем вăй илсех пыраççĕ. Июлĕн 30-мĕшĕ тĕлне илсен, тĕш тырă культурисене 60 процент ытла вырнă.

Уй-хирте пурĕ 30 комбайн ĕçлет. Тĕш тырăсен вăтам тухăçĕ – 9 центнер.

Хĕрÿ тапхăрта Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра ĕçе уйрăмах лайăх йĕркеленĕ. Çавна май кунта вырмана районта пуринчен маларах вĕçлерĕç. “Алмаз”, “Журавлев” хуçалăхсенче те ĕç шавĕ юлашки гектарсене куçрĕ.

“Партнер”, “Озерная” хуçалăхсенче тырă вырма тухман-ха.

Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлессипе “Алмаз”, “Звезда”, “Журавлев”, “Возрождение”, С. Волков ертсе пыракан хуçалăхсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 июля 2010
00:00
Поделиться