Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чĕлхене хисеплет

Пирĕн шкулсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсенчен хăйне уйрăм йĕркепе ыйтаççĕ. Вĕсем умĕнче пĕлÿ парасси – ачасене çырма, вулама вĕрентесси çеç мар, чăн-чăн çын, общество гражданинĕ пулма хăнăхтарас тĕллев те тăрать.

Юнтапа шкулĕн учительници Светлана Анатольевна литература урокĕсенче ачасене шухăшлама, геройсемпе пĕрле пулма вĕрентет, кăмăл-сипет ыйтăвĕсене çĕклеме тăрăшать, вĕренекенсемпе пĕрле хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене сÿтсе явать.

Шкул ачисем вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыни – педагог профессионализмĕн кăтартăвĕ. Светлана Анатольевна аслă шкулсенчен вĕренсе тухнисем, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнисем çинчен мăнаçланса каласа парать. Ку вăл – юрату: тăван киле, тăван çĕршыва, çывăх çынсене, вырăс литературине юратни.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 августа 2010
00:00
Поделиться
;