Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Комбайнерсем – ăмăртура

Кăçал та, унчченхи çулсенчи пекех, комбайнерсем хушшинче экономика ăмăртăвне йĕркеленĕ. 2010 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнле ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетрĕмĕр. Пĕрремĕш вырăна “Авангард” хуçалăхри Михаил Моисеев тухнă. Вăл “Нива” комбайнпа 270 тонна тĕш-тырă çапса тĕшĕленĕ. “Дон-1500” комбайнпа 301 тонна тĕш-тырă çапса тĕшĕлесе, иккĕмĕш вырăна “Правда” общество комбайнерĕ Михаил Давыдов йышăннă. Виççĕмĕш вырăнта – “Алмаз” обществăри Вениамин Иванов. Вăл “Дон-1500” комбайнпа 268, 2 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ.

Мала тухнисене Ял хуçалăх ĕçченĕсене халаллакан савăнăçлă уявра чыслаççĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 августа 2010
00:00
Поделиться
;