Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Строитель - хисеплĕ професси

Строитель кунне халалласа райадминистрацин актсен залĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л. Читнаев строитель профессийĕ хисепре, çав вăхăтрах ыйвăр пулнине палăртрĕ, уяв ячĕпе саламланă май ырлăх-сывлăх тата телей сунчĕ. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне – обществăлла инфраструктура аталанăвĕн, градостроительство тата экономика управленийĕн начальникне А.Куликова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине пачĕ. Леонид Анатольевич çавăн пекех «Элĕкри МСО» общество  директорне С.Лаврентьева тав турĕ. Ку обществăри Александр Федорова, Валентина Харитоновăна, «Строймонтаж» обществăри Анатолий Гордеева, Владимир Михайлова, Юрий Шариков ООО "Строитель" директорне Тав çырăвĕпе чысларĕ.     



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 августа 2010
00:00
Поделиться
;