Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шăнкăрав янăриччен

Элĕк районĕнчи вĕрентекенсем ачасене пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассишĕн чунтан тăрăшса ĕçлеççĕ. 2010-2011 вĕренÿ çулĕнче 13 шкулта 2348 ача пĕлÿ илĕ. 186 шăпăрлан пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ.

Июлĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен районта шкулсем вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленнине тĕрĕслерĕç. Роспотребнадзор управленийĕ 13 шкула, 3 садика тата хушма пĕлÿ паракан 2 учреждение приемка актне алă пусса пачĕ. Ача-пăча искусство шкулĕн вĕрентÿ класĕсенче юсав ĕçĕсене вĕçленĕ.

Шĕмшеш шкулĕнче пушар гидранчĕсене вырнаçтарас ĕçе хальтерех пĕтермелле тесе йышăннă. Пур шкулта та юсав ĕç туса ирттернĕ. Медицина кабинечĕсене çĕнетнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 августа 2010
00:00
Поделиться
;