Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ

Районта “Агропромышленноç комплексне аталантарасси” наци проекчĕ вăй илсе пырать. Ку енĕпе çăмăллатнă кредитсемпе ытларах та ытларах усă курма пуçларĕç.

Кăçалхи 7 уйăхра çакнашкал кредита 20 миллион та 112 пин тенкĕлĕх (пурĕ 161 кредит) панă. Раççей перекет банкĕ урлă 105 кредит илнĕ (14711 пин тенкĕлĕх), Раççей ял хуçалăх банкĕнчен – 55 кредит (5286 пин тенкĕлĕх) илнĕ. “Килĕшÿ” компанийĕ 115 пин тенкĕлĕх килĕшÿ туса панă.

“АПК” наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа районта 1957 кредит илнĕ (251 миллион та 730 пин тенкĕлĕх). Ку вăл – килти хуçалăхсен 21, 9 проценчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 августа 2010
00:00
Поделиться
;