Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерансемпе тĕл пулнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л. Читнаев ял хуçалăх производствин ветеранĕсемпе – Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсемпе Николай Иванович Яковлевпа тата Захар Никифорович Скворцовпа тĕл пулнă.

Вĕсемпе ял хуçалăх производствинчи ĕçсем пирки калаçнă. Кĕрхи культурăсене акасси, ял хуçалăх производствин малашлăхĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăнă.

85 çулхи ветеран, “Алмаз” обществăн тĕп агрономĕ Захар Скворцов, ĕçри опычĕпе паллаштарнă, çĕр ĕçне йĕркелессипе сĕнÿсем панă.

Хальхи вăхăтра кĕрхи çĕртме сухи тăвасси тĕп вырăнта. Августри çĕртмен усси уйрăмах пысăк, çанталăкăн япăх условийĕсенче те тăкаксене чакарма нумай пулăшать. Пуçлăх агропромышленность комплексĕнче нумай çул ĕçленĕ – ветерансен пуян опычĕпе туллин усă курма палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 августа 2010
00:00
Поделиться
;