Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вырмара малта

Вырма экипажĕсен çурла уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенчи экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Пĕрремĕш вырăнта – “Новый путь” ял хуçалăх производство кооперативĕн комбайнерĕ Андрей Зиновьевич Емельянов. Вăл КЗС-1218 “Полесье” комбайнпа 570 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ.

“Авангард” ял хуçалăх производство кооперативĕн комбайнерĕ Михаил Меркурьевич Моисеев, СК–5 “Нива” комбайнпа 420 тонна тырă çапса тĕшĕлесе, иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Виççĕмĕш вырăнта – “Журавлев” фермер хуçалăхĕн комбайнерĕ Леонид Иванович Степанов. Вăл КЗС-1218 “Полесье” комбайнпа 320 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ.

Мала тухнисене парнесем парса чыслĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 августа 2010
00:00
Поделиться
;