Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăста - специалист

Чăваш республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2010 çулта республикăри 30 вĕрентекене 20 пин тенкĕ парса хавхалантарнă.

Хисепе тивĕçекенсенчен пĕри вăл – Элĕкри ача-пăча искусствин шкулĕн хореографи уйрăмĕн преподавателĕ И.В. Терентьева. Асăннă шкулта Ирина Васильевна 2001 çултанпа ĕçлет. “Ладушки” ташă ушкăнне ертсе пырать ĕçчен хĕрарăм. Вăл хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçлать, ачасене паянхи вăхăтшăн усăллă, кирлĕ ĕçсене вĕрентет. Унăн вĕренекенĕсем районти, республикăри тата Раççейри конкурссемпе фестивальсене хутшăнса сахал мар малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă.

2008 çулта Мускавра пулса иртнĕ “Раççей чĕри” конкурс-фестивальтен акă кубокпа тата 1 степеньлĕ дипломпа таврăннă.

2010 çулта “Ладушки” ташă коллективĕ халăхсем хушшинче иртекен “Звездная юность планеты” фестивальте 3-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 августа 2010
00:00
Поделиться
;