Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

40 çула çитнĕ

Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи фольклор коллективĕ кăçал 40 çул тултарать. Ку пултарулăх ушкăнĕ халăх йăли-йĕркине упраса малалла аталантарассипе, мĕнпур лайăххине ăруран ăрăва парассипе, тăван тăрăха юратма хăнăхтарассипе пысăк ĕç тăвать. 1970 çулта чăмăртаннăскер, “Валинке” 1993 çулхи раштавра “халăх коллективĕ” ята тивĕçет, çынсене савăнăçлă юрăсемпе те, сатур ташăсемпе те савăнтарать, хурлăхлă хайлавĕсемпе те чуна хумхатать. Фольклор ушкăнĕнче – тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем.

Концерт программисен репертуарĕнче – халăх юррисем, ларма, туй, салтака ăсатнин саманчĕсем. Юлашки çулсенче кăна “Валинкесем” Санкт-Петербург, Волгоград, Пенза, Оренбург, Чулхула тата ытти хуласенчи куракансене концертсемпе савăнтарнă. Фольклор ансамблĕ Чăваш Ен тата Раççей чысне чикĕ леш енче те хÿтĕленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 августа 2010
00:00
Поделиться
;