Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шыв ыйтăвĕ çивĕч пулмĕ

Типĕ те шăрăх çу хăйĕн ĕçне турĕ-турех вĕт. Акă, Элĕк ял тăрăхĕн территорийĕнче, тĕрĕссипе, пĕр унта çеç-и, 6-7 метр тарăнăшлă çăлсем типмеллипех типсе ларчĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ умне халăха шывпа тивĕçтерес ыйту тухса тăнă. Çавна май вырăнти бюджет укçипе çăлсем чавма шутланă. Çулталăк пуçланнăранпа 8-9 метр тарăнăшĕнчен кая мар 12 çăл тунă.

Хальхи вăхăтра Элĕк салинче шыв ыйтăвĕ ытла çивĕчех мар. Кунта водопровод ĕçлет. Кунпа пĕрлех район центрĕнче 5 çăл чавнă: Хĕвеллĕ, Парк, Çамрăксен урамĕсен – пĕршер, Хĕвелтухăç урамĕнче 2 çăл. Асаматпа Янкурасра – икшер, Урмай, Смородино, Тукач ялĕсенче пĕрер çăл тунă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 августа 2010
00:00
Поделиться
;