Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Савăнаççĕ, выляççĕ, кулаççĕ

Çуллахи лагерьте каннă вăхăтра ачасем хăйсене валли çĕнĕ юлташсем тупаççĕ, хаваслă вăйăсем выляççĕ, экскурсисенче пулаççĕ.

Çакăн пекех хаваслă кунсем Элĕкри ача-пăча искусствин шкулĕнче вĕренекенсемшĕн чылайлăха асра юлĕç. Кунти 11 ача Шупашкар районĕнчи Вăрманкас ялĕнчи «Ылтăн пучах» лагерьте сывлăха çирĕплетет халĕ.

Телейлисен шутĕнче – «Ладушки» ушкăнри çамрăк ташăçсем тата вокал уйрăмĕнче вăренекенсем. Элĕкри ача-пăча искусствин шкулĕнче пĕлÿ пухакансем çапла майпа çĕнĕ вĕренÿ çулне хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне аталантарнипе, сывлăхĕпе вăй-халне çирĕплетнипе пуçлаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 августа 2010
00:00
Поделиться
;